Ырă кун пултăр!
Эпĕ пĕр-ик занятий хыççăн блогпост çырмарăм. Темскер вăхăт çукччĕ. Çакăн пек, датăллă блогпост çырма йывăр. Кайран "ирĕклĕн" çырам, мĕн урокра вĕреннĕ çинчен мар, темалла...
Паян эпир кĕнекемĕрĕн пиллĕкмĕш пайĕпе пуçларăмăр. Темасем: çула, мĕнле каяссине каласа кăтартни, вăхăт мĕнçулне ыйтнипе хуравлани.
Çула кăтартасси
Ку сăмах-пуплев вĕрентĕмĕр:
турккăлла | çула кăтартасси |
---|---|
özür dilerim | каçарăр тархасшăн |
müzeye nasıl gidilir? | музейе мĕнле каймалла? |
iki metre sonra sola sap | 200 метртан сулахаялла пăр |
sağa sapınız | сылтăмалла пăрăр |
dümdüz yürüyünüz | тӳре çӳрĕр |
sezinle geliyorum | сирĕнпе килетĕп |
sonra da | ун хыççăн та |
Мĕнçул сехет? Мĕнçул сехетре?
Турккăсен "сехет" сăмахĕ saat пулса тăчĕ. Вĕсем ăна малалла лартаççĕ:турккăлла | чăвашла |
---|---|
saat kaç? | мĕнçул сехет? |
saat kaçta? | мĕнçул сехетре? |
saat altıda | ултă сехетре (улттăра) |
müze saat kaçta kapınıyor | музей мĕнçул сехетре хупăнать? |
sabah üçte | ирхи виççĕре |
akşam beşte | каçхи пиллĕкре |
gece onbirde | çĕрлехи вунпĕр сехетре |
Урăх сăмахсем
Яланхи пекех урокра нумай çĕнĕ сăмах вĕрентĕмĕр:турккăлла | чăвашла |
---|---|
aferin | маттур |
fotoğraf çek(mek) | "фотографи турт": ӳкер, фотографиле |
fotoğraf çekibilir miyiz? | фотографилеетпĕр-и? Ӳкерме юрать-и? |
fotoğraf çekmek yasaktır | Фотографилеме чарнă (юрамасть) |
biletçi | билетçĕ (кассир) |
giriş bileti | кĕмелли билет |
emekli | пенсионер |
öğrenci | студент (вĕренçĕ, вĕренекен) |
fiyat | хакĕ |
buyurun | акă тархасшăн (илĕр) |
yeni | çĕнĕ |
eski | кивĕ |
mutlu | савăнăçлă, хаваслă |
Inga kommentarer:
Skicka en kommentar