2013-03-20

Турккăлла вĕренетĕп 2013-03-19

Ĕнер тăваттăмĕш урокччĕ. Нумай вĕрентĕмĕр. Тема ыйтусемпе хуравсемччĕ.


Калаçнă чухне пĕлтерĕшлĕ сăмахсене пĕлни лайăх. Уйăхсем, эрне кунĕсем, ку, çак, кунта, ăçта тата ыттисем те кирлĕ. Ак кунта турккăлла уйăхсем:


AylarУйăхсем
ocakкăрлач
şubatнарăс
martпуш
nisanака
mayısçу
hazırançĕртме
temmuzутă
ağustosçурла
eylülавăн
elimюпа
kasımчӳк
aralıkрăштав

Уйăхсем турккăлла латтинлисемпе арапсене кăсăк хутăштарни. Юрать, уйăхсем хыççăн эрне кунĕсене пăхар:

Haftanın günleriЭрне кунĕсем
pazartesiтунтикун
salıытларикун
çarşambaюнкун
perşembeкĕçерникун
cumaэрнекун
cumartesiшăматкун
pazarвырсарникун

Ак кунта вăхăт пайланакан сăмахсен чи кирлисем:

zamanвăхăт
dakikaминут
saatсехет
günкун
haftaэрне
hafta sonuкану кунĕсем
ayуйăх
yılçул

Хăçан ыйтнипе хуравлани


Хăçан турккăлла "ne zaman" пулать.  Чăвашла пекех турккăлла тăтăшах вырăн вĕçлев усă кураççĕ:
ne zamanхăçан
mayıstaçу уйăхĕнче (майра)
2008-de (iki bin sekizde)2008-мĕш çулта

Пулăслахри вăхăт урăхла. Чăвашли туху вĕçлевĕ турккăлли вырăн вĕçлевĕ пулать:

ne zamanхăçан
iki dakikadaикĕ минутран

Урăх усăллă вăхăт сăмахĕ-пуплевĕ:

ne zamanхăçан
bugünпаян
dünĕнер
yarınыран
bu haftaку эрне
geçen haftaиртнĕ эрне
gelecek haftaçитес эрне

Танлаштаруллă вăхăт

Танлаштаруллă вăхăт вăл релятивлă вăхăт, конкретлă мар, вăхăта урăх вăхăтпа танлаштарса пĕлтерни: икĕ уйăх каялла, виçĕ минутрат...


Турккăлла вĕренетĕп 2013-03-12

Ун чухне Пасарта темăччĕ. Эпĕ çырайманах пултăм. Мĕн вĕреннине кайранах çырса парам...

2013-03-05

Турккăлла вĕренетĕп 2013-03-05


Пĕр эрне иртрĕ. Паян каллех турккă курс урокĕччĕ. Мĕнле иртнине, мĕн вĕренсе тухнине каласа парамах.

Паянхи тема: кафере, кондитерскăйра: Kahvede, Pastanede

Миçе, мĕн çул?

Турккăлла мĕн çул ыйтма çăмăл: kaç? е kaç tane?

Чăвашла пекех нумайлăх аффиксĕ кирлĕ мар:


турккăлачăвашла
kaç sandalye var?миçе пукан пур?
iki sandalye var!икĕ пукан пур!


Ăçта? 

Ăçта, вырăнна калама турккă чĕлхинче -da, -de, -ta, -te аффикссене усă курмалла. Чăвашла пекех вăл вырăн вĕçлевне пĕлтерет.

турккăлачăвашла
kahvedeкафере
odadaпӳлемре
ormantaвăрманта
bahçedeпахчара

Вĕçлевсем

Вĕçлев е падеж, чăвашла та турккăла та вырăнла мар туйăнать. Иккĕшĕ аглюнативлă чĕлхе. Аффикс сăмаха улăштармасть, вăл аффикс анчах. Паян учитель каланă тăрăх турккă чĕлхинче 6 вĕçлев пур,  турккă википедийĕ урăхла калать. Эпĕ те таçта вуланăччĕ: тĕрĕк чĕлхесенче вĕçлев çуках. Ку вĕç латин чĕлхинчи грамматикинчен килет.

Япаласем тĕрлĕ тăрăмлă пулма пултараççĕ:

Тĕп (Nominativ): göz куç
Камăнлăх (Genitiv): gözün куçăн
Патнеллĕх (Dativ): göze (чăвашла çук)
Пару (Akkusativ): gözü куçа
Вырăн (Lokativ): gözde куçра
Туху: gözden куçран
Пĕрлелĕх (Ablativ): gözle куçпа
Çуклăх: gözsiz куçсăр
Пирке: göz için куçшăн

 Чи пысăк уйрăмлăх чăвашла патнеллĕх вĕçлевне çукки. Чăвашла эпир пару вĕçлевне усă куратпăр (?)

Banka-y-a git Банк-ăн-а кай


Чăваш чĕлхине турккипе танлаштарма питĕ хавас. Вĕсем çывăх пулсассăн расна. Турккă чĕлхинче нумай арап тата франци сăмахĕсем. Сăмахлăхĕн нумайăшĕ чăн тĕрĕк авалхи сăмахсем. Ататюрк реформисем кивĕ сăмахсене çĕнĕрен пурнăçлантарнă.

Ман турккă пĕлĕш каланă тăрăх. Ататюрк умĕн арап чĕлхи хакланăччĕ. Кайран чăн турккă чĕлхине чунлантарнă чухне нумай çын вăрçса ӳпкелешнĕ, латин сăмахсемпе çырнипе кивĕ сăмах усă курни çăмăл марччĕ.

Чăвашлăхра та çакăн пек вăйсем пулнă, пур, пулĕ те. Анчах вырăс чĕлхи питĕ доминировать тăвать, тевере, ратиора. Нумай илемлĕ сăмах вилсе каять. Эпĕ мĕншĕн турккăла вĕренесшĕн? Эпĕ турккăсемпе, ытти тĕрĕк халăх танташĕсемпе çыхăнма пултаратăп. Турккă чĕлхин опычĕпе мĕнле чăваш чĕлхине пулăшмаллине вĕренем.

Ман шутпа эпир тĕрĕксем пĕр-перинчен (bir-birinden) нумай вĕренейетпĕр. Юрать, паяншăн çитĕ.

Ак ку эпĕ паян вĕреннĕ сăмахсем:

турккăлачăвашла
çantaсумка, хутаç
sırt çantasıрюкзак
sandalyeпукан
iskemleпукан
masaсĕтел
kapıалăк
pencereчӳрече
haritaкарттă
dolapшкап
lambaлампа
perdeчаршав
sınıfкласс пӳлĕмĕ
gözlükкуçлăх
şekerсахăр
cadeурам
evdeкилте
bahçeпахча
su daшыв та
kaç para?мĕн çул (укçа) тăрать?
ne kadarмĕн çул (укçа) тăрать?
kaç tane?миçе (штук)?
kaşıkкашăк
çatalвилка (апат çимелли)
bıçakçĕçĕ
çikolatalıшоколадлă
çikolatasızшоколадсăр
meyvaулма-çимĕç
mayaçĕпре
ipekпурçăн
ışıkçутă
tuzтăвар
müşteriтавар туянакан